Суббота, Октябрь 24

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным днем пожилых людей

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным днем пожилых людей

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе сире чун-чӗререн саламлатӑп! 

Аслӑ ӑру ҫыннисем – Чӑваш Республикин ылтӑн фончӗ. Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр, сирӗнтен яланах ӑслӑ канаш ыйтатпӑр.

Пирӗн ветерансем нихӑҫан та мӗн тунипе ҫырлахса ларма хӑ­нӑхман. «Кӗмӗл ӳсӗм» ҫулӗсене ҫитнине пӑхмасӑр, вӗсем республика пурнӑҫне хастарлӑн хутшӑнни, спортпа туслӑ пулни, мӑнукӗсене пӑхса ҫитӗнтерни, хӑйсен пуян та паха опычӗпе ҫамрӑксене паллаштарни чӑннипех савӑнтарать. Пирӗн тӗллев – вӗсем хӑйсене патшалӑх пулӑшнине тата общество сума сунине куллен туйса тӑччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тӑвасси.

Хаклӑ аннесемпе аттесем, асаттесемпе асаннесем тата кукаҫисемпе кукамайсем, тӑван республикӑпа ҫӗршывӑмӑршӑн халиччен тунӑ тата малалла та тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗрсемшӗн пӗтӗм чунтан тайма пуҫ сире.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунатӑп! Пурнӑҫра сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тус-тӑванӑрсен чун ӑшшине тата тимлӗхне туллин туймалла пултӑр! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Олег Николаев

 

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Международным днем пожилых людей! 

Люди старшего поколения – это золотой фонд Чувашской Республики. Мы ими гордимся, обращаемся к ним за мудрым советом.

Наши ветераны не привыкли почивать на лаврах. Искренне радует, что, несмотря на «серебряный возраст», они принимают активное участие в жизни республики, занимаются спортом, воспитывают внуков, делятся опытом с молодежью. Наша задача – создать все условия для того, чтобы они чувствовали ежедневную поддержку государства и уважение общества.

Низкий вам поклон, дорогие наши мамы и папы, бабушки и дедушки, за все, что вы сделали и продолжаете делать для нашей республики и страны.

Желаю вам крепкого здоровья и долгих, счастливых лет жизни! Пусть вас всегда окружают любовь, забота и внимание родных и близких! 

 

Глава Чувашской Республики                          Олег Николаев

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code