Четверг, 25 апреля

Чĕре чирĕсенчен сыхланма тăрăшăр

Чĕре чирĕсенчен сыхланма тăрăшăр

Пĕтĕм тĕнчери чĕре кунне ирттернин тĕллевĕ — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен тата инсульт пуласран сыхланмалли профилактика ĕçĕсем çинчен çынсене пĕлтересси. Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăха чакарассипе çыхăннă.
Пĕтĕм тĕнчипе илсен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем сывлăх проблемисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Раççейре çулсерен чĕрепе юн тымарĕсен патологийĕсене пула 1 млн. та 300 çын вилет. Шел пулин те, çакă республикăра пурăнакансене, çав шутра район çыннисене те пырса тивет.
Пирĕн районта кашни çул мăн çынсем хушшинче сарăлнă 9800 ытла чĕрепе юн тымарĕсен чирне регистрацилеççĕ. Çынсем ытларах чухне гипертони /5300 çын ытла/ тата ишеми /1400 çын ытла/, пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнă пирки аталанакан чирсемпе /цереброваскулярные заболевания/ /1900 ытла/ аптăраççĕ. Кашни çул 100 инсульт чирне тата 30 миокард инфарктне регистрацилеççĕ. Юн çаврăнăшĕ пăсăлнипе аталанакан чирсемпе аптăракансем вилĕмлĕх структуринче пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Çакă ытти сăлтавсен 30 проценчĕпе танлашать. 2019 çулта пирĕн районта чĕре чирĕсене пула 186 çын вилнĕ, 2020 çулти 8 уйăхра — 86 çын.
Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен мĕнле упранмалла? Халăхăн вилĕмлĕхне мĕнле чакармалла? Чи кирли вăл — çак чирсенчен асăрханни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни. Çуллă, шаритленĕ, тăварлă е пылак апат-çимĕçе юратни, кофе ĕçме кăмăллани, çăмарта виçесĕр нумай çини холестеринпа сахăр виçине ÿстерет, инфаркт, инсульт, гипертони чирĕсене аталанма условисем туса парать. Чĕре тытăмĕшĕн тинĕс пулли, çуллă мар какай, ÿсентăран çăвĕсем, улма-çырла усăллă. Çын виçесĕр самăр пулни те чĕрене пырса çапать. Кашни ытлашши 10 кг артери пусăмне 10—12 мм таран ÿстерме пултарать. Çавăнпа пурин те хăйсен кĕлеткин йывăрăшне сăнаса тăмалла. Ятарлă кăтартусем нормăран иртсен пĕчĕк калориллĕ диетăна пăхăнса апатланмалла, физкультура тумалла. Уçă сывлăшра çуран утни, спортпа туслă пулни, автомобильпе тата лифтпа сахалрах усă курни миокардпа юн тымарĕсене çирĕплетет, юн çаврăнăшне лайăхлатать, чĕре патологийĕсем аталанас хăрушлăха чакарать.
Унсăр пуçне пирус туртманни, эрех ĕçменни тата наркотиксемпе усă курманни те чĕрепе юн тымарĕсене çăмăллăх парать. Пурнăçри чăрмавсене адекватлă хаклама пĕлни, пĕр шухăшлă çынсемпе кăмăллă хутшăнни, чуна килĕшÿллĕ хобби пулни, ĕçпе кану вăхăтне тĕрĕс йĕркелени, ыйхă лайăх пулни, лăплантаракан курăк чейĕсем ĕçни çынна стресс лару-тăрăвĕнчен упраççĕ.
Кашни çыннăнах юн пусăмне тăтăш виçсе пусăм кăтартăвĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Уйрăмах пуç ыратсан е çаврăнсан, хăлхара шав пулсан, сывлама йывăрлансан, куçа вĕтĕ пăнчăсем курăнсан, кăкăрта е чĕрере йывăр туйсан тăхтаса тăмасăр тÿрех юн пусăмне тĕрĕслеме тăрăшмалла. Кăтартусем нормăран пысăк пулсан ĕçмелли эмелсене врач çырса парать. Кашни çул ирттермелли профилактика тĕрĕслевĕсем тата диспансеризаци витĕр вăхăтра тухмалла. Юнра холестерин /30 çултан пуçласа/ тата сахăр /40 çултан пуçласа/ шайĕсене кашни çулах тĕрĕслесе тăмалла. Хăрушлăх ушкăнĕнчи çынсен тухтăр сĕннĕ юн шĕветмелли эмелсене ĕçсе тăмалла. Мĕнле препарат йышăнмаллине, унăн виçине тата мĕн вăхăт сипленмеллине врач калать.
Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсем аталанасси профилактика правилисене пăхăнса пурăнсан самаях чакать. Сывлăхлă пулăр!
И.ЕФРЕМОВА,
кардиолог-тухтăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *