Пятница, 19 апреля

«Мир» картта çине куçмалла

«Мир» картта çине куçмалла

Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем социаллă тÿлевсене илекенсен «Мир» картта çине куçмалла тесе калаçаççĕ. Кун пирки социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Алексеевна Никитина каласа парать:
— Паянхи кун нумай çыннăн патшалăх тÿлевĕсем шăпах «Мир» картта урлă килеççĕ. Анчах та пурин те мар. Çавна май октябрĕн 1-мĕшĕччен социаллă тÿлевсене – пенси, стипенди, ача укçисене — илекенсен пĕр тăхтаса тăмасăрах «Мир» картта çине куçмалла. Мĕн тума кирлĕ-ха çакă?
Асăрхаттаратпăр, кам та кам карттăна илсе ĕлкĕреймесен октябрь уйăхĕнче куçакан тÿлевсене урăх счет çине куçармаççĕ. Çавăнпа та кĕске вăхăт хушшинче пурин те «Мир» картта хатĕрлесе ĕлкĕрмелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *