Пятница, 19 апреля

Заявленисене октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ

Заявленисене октябрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ

Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ, ачасем парта хушшине ларчĕç. Нумай çемьесемшĕн ачасене шкула пуçтарса ярасси çăмăлах мар. Çавна май кăçал ачаллă çемьесене патшалăх сахал мар пулăшу кÿчĕ. Чылайăшĕ вĕсемпе туллин усă курма та ĕлкĕрнĕ, хăшĕ-пĕри вара тĕллевлĕ пулăшăва илме заявлени çырма та васкамасть иккен. Тĕслĕхрен, нумай ачаллă çемьесене кăçал ачисене шкула яма кашни ача пуçне 5 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çак тĕллевлĕ укçана илме ашшĕ-амăшĕн заявлени пани кирлĕ. Шел пулин те, нумай ачаллă 450 çемьерен çурри çеç паянхи куна заявлени тата документсем тăратнă. Аса илтерсе хăваратпăр, заявленисене октябрĕн 1-мĕшĕччен çеç йышăнаççĕ, вĕсене социаллă портал урлă çырма пулать. Кăсăклантаракан ыйтусемпе 8 /83539/5-26-42 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
И.НИКИТИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *