Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Чи кĕтнĕ уяв – Пĕрремĕш шăнкăрав

Сентябрĕн 1-мĕшне кашни çулах ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, чылай малтан илемлĕ шкул форми, тетрадь-ручкăсем туянса хураççĕ, ирпе ирех вĕрентекенсем валли хÿхĕм чечек çыххисем хатĕрлеççĕ. Коронавирус пандемине пула иртнĕ вĕренÿ çулне дистанци мелĕпе вĕçлеме тиврĕ. Çавăнпах кăçалхи Пĕлÿ кунĕ тата та ытларах кĕтнĕ уяв пулчĕ. Пĕрле вĕренекенсемшĕн, юратнă вĕрентекенсемшĕн, шкул парттисемпе уроксемшĕн пурте тунсăхласа çитнĕ-çке.
Чир сарăласран сыхланас тĕллевпе кăçалхи уяв линейкисене ытти çулсенчисенчен урăхла ирттерме йышăннă. Унта пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем тата юлашки çул шкул сукмакне такăрлатакансем çеç хутшăнчĕç. Ытти классенче ăс пухакансемшĕн вара уяв класра иртрĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кăçал 58 ача пĕрремĕш хут шкул алăкне уçса кĕрет. Уяв линейки вăхăтĕнче ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата шкул директорĕ Ирина Соловьева пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕç, вĕренÿре çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасем валли ырă кĕтменлĕхсем чылай пулчĕç. Чи малтанах, паллах, шкула тĕпрен юсаса çĕнетни куç умне пулать. Юсав вăхăтĕнче хушма вĕренĕвĕн «Ÿсĕм вырăнĕ» центрĕ валли ятарлă классем хатĕрленĕ. Вĕсене çĕнĕ йышши хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ. Çапла вара, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакансен кăçалтан пуçласа тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илме те май пур.
Çавăн пекех шкулшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăма та асăнса хăвармалла — кунта кадет класĕ уçăлнă. Çавна май линейкăна илемлĕ кадет форми тăхăннă 5-мĕш класс ачисем те хутшăнчĕç, уява тата та илем кÿчĕç.
11-мĕш класра вĕренекенсем те тин парта хушшине ларакансене вĕсен пурнăç кĕнекинче çĕнĕ страница уçăлнă ятпа саламларĕç, тăрăшса вĕренме, тарăн пĕлÿ патне ăнтăлма сунчĕç. Уяв вĕçĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Вăл пурне те парта хушшине ларса пĕлÿ тĕнчинче малалла утăмсем тума йыхравларĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Район уй-хирĕсенче

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code