Ултавçăсем çынсене шăнман пăр çине лартмалли çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраса тупаççĕ. Ют çынсене ĕненмелле марри пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр. Анчах та районта пурăнакансене татах улталанă. Акă, августăн 12-мĕшĕнче 14 сехетрен пуçласа 14 сехет те 30 минутчен усал шухăш тытнă çын ют пурлăха саккунсăр хапсăнса электронлă почта урлă çырăнса, Х. гражданкăна суйнă. Мĕнле тетĕр-и; Çăмăллăнах. Пĕр хутчен тÿлев 270 000 тенкĕ илес тесен пин-кодшăн тата парольшăн комисси укçине электрон çырура палăртнă банк картти çине куçармалли çинчен пĕлтернĕ. Х. гражданка преступника ĕненнĕ, 270 000 тенкĕллĕ пулас тесе хăйĕн счетĕнчен 9 161 тенкĕ куçарса панă. Çакă ултав пулнине кайран çеç çыру çÿретекен тата укçа-тенкĕ çухалсассăн ăнланнă.
Район çыннисене тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Палламан, пĕлмен çынсене хăвăрăн банк картти çинчен сведенисене пĕлтерме юрамасть. Ан ĕненĕр! Ан шанăр!
Р.ЗАЙНУЛЛИН, муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ