Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслекен комисси районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пулнă. Кунта ачасене вĕренме тата аталанма, сывлăхне çирĕплетме мĕнле хатĕрленнипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçсем мĕнле пынипе паллашнă.
Кăçал районти шкулсенче 2700 яхăн вĕренекен çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлĕ, вĕсенчен 245-шĕ пĕрремĕш класа килет. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, кашни шкултах пушар сигнализацийĕсем ĕçлеççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсене пушартан хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Шкулсенче полици, васкавлă пулăшу чĕнмелли кнопкăсем, турникетсем, сывлăша бактерисенчен тасатакан приборсем вырнаçтарнă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе ача сачĕсенче, шкулсенче пÿлĕмсене юсаса çĕнетнĕ, вĕренÿ кабинечĕсене компьютерсемпе тата ытти техникăпа, сĕтел-пуканпа пуянлатнă. Пурнăçланă чылай ĕçпе комисси хăш-пĕр шкулта çывăх вăхăтра пĕтермелли çитменлĕхсене çийĕнчех палăртса хăварчĕ. Кăлтăксене кĕске вăхăт хушшинчех пĕтермелле.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хавхалануллă кăмăлпа пуçăнмалла, ача-сене вĕренме, аталанма условисем кирлĕ шайра пулмалла.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *