Уйăрса пуçтармалла пулĕ

Уйăрса пуçтармалла пулĕ

Йăлари хыт каяша уйăрса пуçтарни Чăваш Енре пурăнакансен хыт каяша тирпейленĕшĕн тÿлекен тăкакĕсене сахаллатма пулăшать. Çакна палăртнă ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев.
Хыт каяша тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке республикăра иккĕмĕш çул пурнăçланать ĕнтĕ. Вăл 1704 ял-хулана пырса тивет. Вĕсенче пурĕ 26 пин ытла контейнер вырнаçтарнă. Кăçал Чăваш Енре тата 5 пин контейнер туянса хыт каяшсене пуçтармалли вырăнсене пĕтĕмпех йĕркелесе пĕтерме палăртнă.
Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, тавралăха çÿп-çаппа варалассине чакарас тĕллевпе кăçал хыт каяша уйăрса пуçтармалли йĕрке çине куçма палăртнă. Эко-технопарксем йĕркелесе хăш-пĕр каяшсенчен çĕнĕрен продукци туса кăларма, республикăра çĕнĕ производствăсем уçма, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума май килĕ. Чи пĕлтерĕшли вара — хыт каяша тирпейленĕшĕн сахалрах тÿлеме пуçлăпăр.
2020 çулта пирĕн района евроконтейнерсем туянма республика бюджетĕнчен 3846,5 пин тенкĕ уйăрнă. Аукцион пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 363 евроконтейнер кÿрсе килме муниципаллă контракт çырнă. Пĕлтĕр района 501 евроконтейнер илсе килсе вырнаçтарнă. Çапла вара района пĕтĕмпех евроконтейнерсемпе тивĕçтернĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *