Вторник, 17 сентября

Ултав серепине ан лекĕр

Ултав серепине ан лекĕр

Юлашки вăхăтра карас çыхăнăвĕн хатĕрĕсемпе тата интернет сечĕпе усă курса тунă преступленисен шучĕ ÿсет. Çынсене улталаççĕ, укçа-тенкĕсĕр хăвараççĕ.
Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерÿсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те — банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Вăл çеç те мар. Ултавçăсем тĕрлĕ майлă суйма хăнăхса çитнĕ. Акă, çак кунсенче районти Тукай ялĕнче пурăнакан çын ултавçăсенчен шар курнă. Мĕнле тетĕр-и? Арçын пĕлтерÿсен сайчĕпе усă курса трактор туянма шутланă. Тракторне тупнă та, хуçипе телефон урлă çыхăннă. Сутуçă вара ултавçă пулнă. Вăл «Т-25» тракторшăн малтанлăха 33 пин тенкĕ куçарса пама сĕннĕ. Туянакан хирĕçлемен, шутланă та укçа-тенкĕне тÿрех куçарса янă. Ун хыççăн вара пĕлтерÿ те, трактор сутакан та наччасрах çухалнă. Халĕ вара укçа-тенкĕ ултавçăсен аллинче, трактор çук. Полици ĕçченĕсем преступника тупса палăртас тесе ĕçлеççĕ.
Темĕн чухлĕ асăрхаттарсан та, çырсассăн та çынсем ăнланманни тĕлĕнтерет. Палламан, пĕлмен, курман çынна епле укçа куçарса параççĕ? Таварĕ те пур, те çук!? Тимлĕрех пулма тăрăшмалла. Таварне курмасăр — укçине ан куçарăр! Ултавçăсенчен асăрханăр. Преступниксем çынсене улталамалли вун-вун меслет шутласа кăларнă.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *