Пятница, 19 апреля

Виçе ытлашши-и? Марафон пулăшать

Кĕлеткен ытлашши виçи организма сиен кÿни паянхи кун никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çакна асра тытса чылайăшĕ, уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсем, ытлашши килограмсенчен хăтăлас тесе мĕн кăна тумаççĕ-ши? Çакă уйрăмах халĕ — коронавируса пула килте самоизоляцире виçĕ уйăх ларнă хыççăн — çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Виçĕ уйăх килтен тухмасăр, спорт залĕсене çÿреймесĕр ÿт хушнă хыççăн çинçелес, кĕлеткене йĕркене кĕртес текенсем йышлăланчĕç. Шăпах çакăн пеккисене пулăшать те ĕнтĕ диетолог, биотехнолог, Хирти Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ Алена Тимофеева. Вăл хăйĕн инстаграмри страницинче çинçелес, илемленес ĕмĕтлĕ хĕрхĕрарăмсене пухать, кашнин валли тĕрĕс апатлану йĕркипе пĕр килекен уйрăм меню йĕркелесе парать, ытлашши килограмсенчен хăтăлма пулăшать.
Алена Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Мускава çул тытнă, биотехнолога вĕренсе тухнă. Унтан тĕрлĕ çĕрте апат-çимĕç производствин технологĕнче, пахалăх инженерĕнче, микробиологра, аудиторта, биохимикра ĕçленĕ. Халĕ вăл декрет отпускĕнче, самоизоляци вăхăтне вĕсем çемйипе ялта ирттереççĕ. Пĕчĕк икĕ ача амăшĕн кунĕпе пушă вăхăчĕ те нумаях юлмасть пулĕ. Апла пулин те, Алена хăйĕн чун киленĕçĕ валли кашни кун вăхăт тупатех: инстаграмри страницине интереслĕ хыпарсем вырнаçтарать, ытлашши килограмсенчен хăтăлмалли марафонсем тăтăшах йĕркелет. Мĕнрен пуçланнă-ха çак ĕç?
— Аслă хĕрĕмпе йывăр çын пулнă чухне эпĕ 20 килограмм ытла хушрăм. Ачана йывăррăн çуратрăм, çавăнпа та малтанлăха спортпа куллен туслашма та май килмерĕ. Ытлашши виçепе кĕрешес тĕллевпе диетолога вĕрентĕм. Вĕренÿ вăхăтĕнче чылай çĕнни, интересли пĕлтĕм. Çак пĕлÿсемпе усă курса майĕпен ытлашши килограмсенчен хăтăлтăм. Йĕри-тавра пăхсан, ытлашши виçеллĕ хĕрарăмсем питĕ нумай. Çавăнпа эпĕ вĕсене те пулăшма шут тытрăм, çинçелмелли марафонсем йĕркелеме пуçларăм, — аса илет Алена Тимофеева.
Унтанпа вăл çакăн пек марафон нумай хутчен йĕркеленĕ. Кашнинчех унта хутшăнас текенсем йышлă, кăтартусем савăнтарнине кура темиçе хутчен хутшăнакансем те пур. Çинçелмелли марафонсен никĕсĕ — тĕрĕс апатлану. Алена кашни хутшăнакан валли çыннăн ÿсĕмне, кĕлетке уйрăмлăхĕсене, чир-чĕрсене шута илсе уйрăм меню хатĕрлет, спорт хăнăхтарăвĕсем сĕнет. Марафона хутшăнакансем çак йĕркене тытса пырса кашни кун мĕнле иртнипе паллаштараççĕ, сĕнÿсене шута илсе апатланаççĕ.
— Чылай чухне çынна çинçелме çак ĕçе пикенме пулăшакан тата тĕрĕслесе тăракан кирлĕ. Марафонсем вăхăтĕнче эпĕ кунсерен кашнин ĕç-хĕлĕпе интересленсе тăратăп, кашни ыйтăва пĕрле сÿтсе явни лайăх кăтарту патне ăнтăлма пулăшать. Шел пулин те, марафон вĕçленичченех ал сулакансем те пур. Кун пеккисен тĕп тĕллевĕ — ытлашши виçерен хăтăласси мар, çинçелни урлă пурнăçри урăх йывăрлăхсене татса парасси. Йывăрлăха çĕнтерсенех вĕсене ытлашши виçе пăшăрхантарма пăрахать, — уçать шухăшне диетолог.
Алена Тимофеева йĕркелекен марафонсен тĕллевĕ — кĕске хушăрах нумай килограмран хăтăласси мар, тĕрĕс апатлану йĕркине хăнăхса малашне ăна тытса пырасси. Кун пек чухне çеç ытлашши виçе каялла тата та ытларах пулса таврăнмĕ, çын майĕпен çинçелсе пырĕ. Чылайăшĕ ытлашши килограмсенчен хăтăлнă май кăмăл-туйăм лайăхланнине, вăраха кайнă чирсем сахалрах аптăратнине палăртаççĕ. Чылай çул ача çуратайман хĕр-арăм марафонсене хутшăнса апатланăвне, кĕлетке виçине йĕркеленĕ хыççăн тинех амăшĕ пулма хатĕрленнĕ тĕслĕх те пур. Çакă Аленăна хăйĕн ĕçне малалла тăсма, пĕлĕвне тата та тарăнлатса пырса тахçанах имшерленме ĕмĕтленнĕ хĕрсемпе хĕрарăмсене пулăшма хавхалантарать.
Сăмах май, Алена Тимофееван инстраграмри страници /ăна @alena.bio никпа тупма пулать/ интереслĕ историсемпе пуян. Унта Аленăн ачалăхĕнчи самантсемпе, ял пурнăçĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе, тĕрлĕ опытсемпе, хатĕр менюсемпе тата ыттипе те паллашма пулать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *