Вторник, 16 апреля

Сасăлав пĕр эрне пулĕ

Сасăлав пĕр эрне пулĕ

Çитес эрнере, июлĕн 1-мĕшĕнче, пирĕн çĕр-шывра Конституцие кĕртекен улшăнусемшĕн сасăламалли суйлав иртет.
Суйлав участокĕсем ун чухне ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехетчен çынсене йышăнаççĕ. Вăл канмалли кун пулĕ. Чир-чир сарăласран сыхланса сасăлава пĕр эрне ирттерме шутланă. Çавăнпа та суйлав участокĕсем июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа кашни кунах, 8.00 — 20.00 сехетчен, ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июнĕн 25-мĕшĕнчех суйлав участокне çитсе Конституцие кĕртекен улшăнусемшĕн сасăланă. Конституци — çĕршывăмăрăн тĕп саккунĕ. Ăна Раççей халăхĕ 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă, самана таппипе аталанса пыракан çĕршывра пурнăç йĕрки те, саккунсем те улшăнса пыраççĕ. Çавăнпа та Конституцие те çĕнĕлĕхсем кĕртме вăхăт çитнине пĕлтернĕ Олег Алексеевич сасăлава хутшăннă май.
Пирĕн районта та суйлав участокĕсем йĕркепе килĕшÿллĕн ĕçлеме тытăннă.
«Раççей Конституцине кĕртекен улшăнусемшĕн сасăламалли суйлав лăпкă тата уçăмлă, унпа пĕрлех хăрушсăр иртмелле. Коронавирус алхаснă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕрки тĕп вырăнта. Сасăлав участокĕсенче алăк умĕнчех дезинфекцилемелли хатĕрсем вырнаçтарнă. Кашни çыннăн ÿт температурине виçеççĕ. Сасăлама килекен çынсене пĕр хутчен усă курмалли хÿтĕлев хатĕрĕсемпе — маскăпа, перчеткепе тивĕçтеретпĕр. Ытти чухнехи пек кабинкăсенче пĕр ручка мар, ăна кашнине паратпăр. Алла дезинфекцилеме те май пур, урайĕнче те ятарлă кăтарту паллисем. Ытти çынсенчен 1,5 метр аяккарах пулмаллине аса илтеретпĕр. Суйлав участокĕсене те дезинфекцилесех тăраççĕ», — пĕлтерчĕ пире Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вырнаçнă 803-мĕш суйлав участокĕн председателĕ Любовь Пушкина.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *