Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Июнĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн Пысăк залĕнче депутатсен Пухăвĕн улттăмĕш созывĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район прокурорĕ Олег Васильев, депутатсем, район администрацийĕн уйрăмĕсен начальникĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Хасиятулла Идиатуллин ертсе пычĕ.
Ларăвăн ĕç йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕ Комсомольски районĕн депутатсен Пухăвĕн 2020—2025 çулсенче ĕçлекен çиччĕмĕш созыври депутатсене суйламалли куна палăртасси пулчĕ. Суйлава сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирттерме йышăнчĕç. Çак кун депутатсен Пухăвĕн çĕнĕ йышне кĕрекен депутатсене пилĕк çула суйламалла пулĕ.
Ларура депутатсем тата ытти ыйтусене те хускатса тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Çавăн пекех канашлура медицина ĕçченĕсене професси уявĕпе саламларĕç, тивĕçлисене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
Унпа пĕрлех пухăннисем районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне çитес 5 çул валли тишкерчĕç, пурнăçламалли плансене палăртса хăварчĕç.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code