Пятница, 19 апреля

Ялсемпе саласене – 100 пин тенкĕ

Ялсемпе саласене – 100 пин тенкĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев июнĕн 13-мĕшĕнче видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлура Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа регионти кашни ялпа сала 100 пин тенкĕ илччĕр тесе пуçару тунă. Вăл республика пулăшăвĕн укçи-тенкине ялта пурăнакансен кирлĕ çĕре ямаллине палăртнă. Старостăсен вырăнти хăй тытăмлăх общество территори представителĕсемпе пĕрле уйăрса панă укçапа мĕнле усă курмаллине татса памалла.
Регион ертÿçи Чăваш Енри 1700 ялтан 1600-шĕнче старостăсен институчĕ ĕçлени çинчен каланă. Старостăсемпе вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсем халăха питĕ çывăххине тĕпе хурса Олег Николаев пулăшупа чи çивĕч ыйтусене суйласа илсе ĕçе кĕртни, уйрăмах ялсенче меллĕ вырăнсем йĕркелени тĕрĕс тесе шутланă. Укçана июлĕн пĕрремĕш çурринче муниципалитетсене çитермелле.
Çакнашкал пулăшăва хуласемпе район центрĕсем валли те планланă.

Альберт КУЗЬМИН,
Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа регионти кашни ял-салана 100 пин тенкĕ парса пулăшни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак укçана ĕçтешсемпе, халăхпа канашласа, сĕнÿсене шута илсе Йăлмахвари Асăну палăкне юсама, Хирти Мăнтăрта тата Кайнлăкра шăпăрлансем валли ача-пăча площадкисем тунă çĕре яма планлатпăр».
Геннадий РАКЧЕЕВ,
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăнни çав тери вырăнлă та кирлĕ тесе шутлатăп. Яллă вырăнсене манманни, вĕсене аталанма май туса пани çав тери лайăх. Унпа мĕнле усă курассине ял-саласем хăйсем татса параççĕ. Çавна май эпир те ял çыннисемпе калаçатпăр, вĕсен шухăшĕсене шута илетпĕр. Тĕрĕссипе каласассăн вара, пирĕн ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă ентешсене асра тытса, эпир ятарлă палăк çине 500 яхăн ят-хушамат çырса хума тĕллев лартнă. Çакă ял историйĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлĕ. Çакна ял çыннисем те хапăлласах йышăнĕç тесе шутлатăп».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *