Четверг, 25 апреля

Лару-тăру йĕркеленет

Лару-тăру йĕркеленет

Чăваш Енре çывăх вăхăтра коронавирус сарăлнипе çыхăннă йĕркене çемçетме тытăнĕç. Республикăри лару-тăру майĕпен йĕркеленсе пырать. Çакăн пирки пĕтĕмлетÿ тунă республикăри Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура. Йышăннă йĕркесене çемçетме республикăра сахалтан та виçĕ кăтарту пулмалла. Пĕрремĕшĕ — чир сарăлас кăтарту пĕрререн ытла пулмалла мар, тепĕр майлă каласассăн, пĕр чирлĕ çын вăтамран пĕр çынна кăна чир ертме пултарать. Çителĕклĕ таран коронавируса палăртма анализсем илмелле. Ку енĕпе те пирĕн кăтартусем начар мар. Больницăсенче вырăнсем çителĕклĕ пулмалла, халĕ республикăра сывалса пыракан çынсен анализĕсене чылай хăвăртрах туса пынă май, больницăсенчен сипленсе тухакансен йышĕ те ÿссех пырать. Çавна май вырăнсем те çителĕклĕ пулма тивĕç. Çакă çитес вăхăтра республикăра коронавируспа çыхăннă çирĕп йĕркене çемçетме май парĕ те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *