Суббота, 20 апреля

Картиш хăтлă пулĕ

Картиш хăтлă пулĕ

Раççей Федерацийĕн «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» наци проектне Чăваш Енре пурнăçлама бюджетран 2020 çулта 362 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, унпа 40 обществăлла вырăна тата пурăнмалли çуртсен картишĕсене хăтлăлатаççĕ. Çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Комсомольскинчи Кабалин микрорайонĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи картише хăтлăлатма пикеннĕ.
Территорире тирпей-илем çукки çинчен кунта пурăнакансем пĕрре мар влаç органĕсене пĕлтернĕ. Çывăхри çуртсенче ача-пăча йышлă. Вĕсене выляма вара йĕркеллĕ чуччусем те, ятарласа хатĕрленĕ площадка та çук. Аслисем хăйсене ларкалама резина кустăрмасем çине хăма тухса хунă. Халĕ вара, подряд организацийĕ ĕçе пикеннине кура, лару-тăру çывăх вăхăтрах улшăнасса, картиш илемленессе, хăтлăланасса шанаççĕ çывăхри çуртсенче пурăнакансем.
Маларах палăртнă тăрăх, çак территорие тирпей-илем кĕртме 5 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Проект тăрăх картишĕнче тротуарсем, машинăсене лартмалли вырăнсем тăваççĕ, ача-пăча тата спорт площадкисем вырнаçтараççĕ. Çавăн пекех территоринче каçхи вăхăтра та хăтлă пултăр тесе çутăсем лартаççĕ. Ĕçсене «Стройсервис» АХО пурнăçлать.
«Кăçал эпир 3 картиш территорине хăтлăлăх кĕртме палăртнă. Вĕсенчен пĕринче — шăпах Кабалин микрорайонĕнче — ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Чи малтанах аукцион ирттерсе подрядчике палăртрăмăр. «Стройсервис» АХО ĕçченĕсем план тăрăх картише тирпей-илем кĕртме пикенчĕç. Ĕçсем вăраха каймасăр вĕçленессе, чи пĕлтерĕшли вара — çывăхри çуртсенче пурăнакансем кăмăллă пуласса шанатпăр», — пĕлтерчĕ Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *