Воскресенье, 8 сентября

Çамрăклăхĕ çăмăл пулман

Çамрăклăх — тус-тантăшсемпе выляса-савăнса, юрласа-ташласа ирттермелли вăхăт. Вăл çурхи çеçке пек черчен те илемлĕ. Çурхи çеçке вăр-вар тăкăнса пĕтнĕ пекех çамрăклăх та сиссе юличчен вĕçсе иртет. Уйрăмах вутлă вăрçă вăхăтне лекнĕ çамрăклăх тăм тивнĕ çеçке хăвăрт тăкăнса пĕтнĕ пек кĕтмен çĕртен вĕçленнĕ.
Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан вăрçă участникĕн, ĕç ветеранĕн Алексей Атласкинăн çамрăклăхĕ шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă тапхăрне лекнĕ. 1927 çулта çут тĕнчене килнĕскер, усал хыпар пирĕн çĕршыва кисретнĕ, кашни ял-хулана çитсе пурне те пăлхантарнă вăхăтра, 14 çулта пулнă. 7 класс вĕреннĕ хыççăн Алексей тăван колхозра сухаçăра вăй хума пикеннĕ. Вăрçă çулĕсенче колхоз правленийĕ ăна ытти ял çыннисемпе пĕрле Улатăр районне вăрман касма янă. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче 17 çулти яш каччăн Хĕрлĕ çара кайма ят тухнă.
Ульяновск облаçĕнчи вĕренÿ центрĕнче Алексей Атласкин минометчика вĕреннĕ. Çакăнтах вăл Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Малалла вара çамрăк салтака Балтика тинĕс-çар флотне службăна янă. Çавăн пекех вăл Ленинград, Болышево, Подорвиха хулисенче хăйĕн çар тивĕçне пурнăçланă. 1951 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче çеç Алексей Никитича демобилизациленĕ.
«Тăшмана çĕнтерме пултарни пире вăй хушса пынă. Вăрçă вĕçленнĕ, апла пулсан эпир те часах тăван яла, тăван киле çитĕпĕр, çывăх çынсене ыталăпăр. 6 çул çурă çарта пулнă чух мана пĕр класра вĕреннĕ юратнă хĕрĕн Зинаидăн çырăвĕсем питĕ пулăшрĕç, пуçа усма памарĕç. Çартан таврăнсанах эпир пĕр çемье чăмăртарăмăр», — аса илет ветеран.
Вăрçă хыççăн пурне те питĕ йывăр килнĕ. Апла пулин те, çутă малашлăха шанса çынсем малтан мала талпăннă, вăрçă аркатнă ял-хулана çĕнĕрен çĕкленĕ, производствăна аталантарнă. Ăçта кăна ĕçлемен тăрăшуллă арçын: колхозра тĕрлĕ ĕç тăваканра, шкулта хуçалăх пайĕн заведующийĕнче, пекарьте, уй-хир бригадин бригадирĕнче. 10 çул ытла сысна фермин заведующийĕнче, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех «Комсомольский» совхозра строительсен бригадин бригадирĕнче вăй хунă.
«Çамрăк чухне алăра ĕç вĕресе çеç тăратчĕ, пĕрре те ĕçсĕр ларас килместчĕ. Ачасем йышлă пулнă, вĕсене тăрантармалла, тумлантармалла пулнă-çке. Халĕ çаврăнса пăхатăп та — ĕмĕрĕм ахаль иртменнине куратăп», — тет Алексей Никитич. Мăшăрĕпе, Зинаида Андреевнăпа, вĕсем 2 хĕре тата 4 ывăла пурнăç парнеленĕ, пурне те вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшнă.
Алексей Атласкин Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи клуба, плотина, удобрени склачĕ тунă çĕре хастаррăн хутшăннă, «Комсомольский» сов-хозри тĕрлĕ юсав ĕçне пурнăçланă. Тăрăшса ĕçленине кура ăна хисеп паллисемпе, наградăсемпе чысланă. Вăл «Хисеплĕ колхозник», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятсене тивĕçнĕ, 1971 çулта СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне хутшăннă. Çавăн пекех ăна «1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăпа наградăланă.
Алексей Никитич мăнуксемпе тата мăнмăнуксемпе пуян. Вĕсем ăна хăйсен ăшшипе, юратăвĕпе хупăрлаççĕ, пур ĕçре те пулăшса пыраççĕ, хисеплеççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *