Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Савнă ялăм Йăлмахва: ĕнер тата паян

Юрататпăр эпир хамăрăн тăван яла. Тÿп-тÿрĕ урамлă, çитмĕл те çичĕ йăмраллă Йăлмахваçăм! Çук пулĕ çĕр çинче санран хакли, санран илемли. Сана савса çакăн пек çырнă сăвă та пур:
Икĕ çырма хушшинче
Эп çуралнă ял ларать.
Вăрăм урам варринче
Чаплă палăк курăнать.
Аслă урам тăршшĕпе
Асфальт çулĕ сарăлать .
Йăлмахва ял хĕрринче
Йĕлме, хăва хумханать.
Тарăн пĕве çумĕнче
Колхоз сачĕ ешерет,
Шăп укăлча вĕçĕнче
Савнă шкулăм илĕртет.
/Алексей Зайцев, «Тантăш», 52 №, 2001, раштав, 27/.

Йăлмахва ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен архивра пĕрремĕш хут çапла çырса хăварни пур /Свияжск уесĕн Перечень кĕнекинче, 1646 — 1652 çулсенчи çыравсем тăрăх, 151 номерпе çырса хуни/. 1646 —1652 çулсенче хальхи Улăхпуç вырăнне Тăвай районĕнчен Степан Тутаев чи авалхи культурăсене туса илсе пурăннă халăхăн пушаннă çĕрĕ çине куçса килнĕ. Пирĕн яла халĕ те Степановка тесен таврари ватă çынсем питĕ аван пĕлеççĕ.
Ку вырăн хальхи пек çара пулман, кунта юмансем кашласа ларнă. Çĕр ĕçĕпе ĕçлес тесе юмансене касса хăртнă. Çавăнпа та çав вырăна халĕ те Хăртнă теççĕ. Паянхи куна Качака сăрчĕ, Çĕр çурăк пуçĕ, Сăвăрт айкки, Шапа вар пуçĕ, Ахпÿрт /ĕлĕкхи чăвашсен арçын ячĕ/ лупашки, Улăп тăпри, Улăхпуç, Ваççук кÿлли ятлă вырăнсем сыхланса юлнă.
Йăлмахвара 1919 çулта ял Совечĕ йĕркеленĕ. 1931 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Дубрава» ял хуçалăх артелĕ пĕрремĕш утăмсем тунă. 1948—1949 çулсенче Турхан ялĕн сухаламалли çĕрĕн миши çумĕнче Йăлмахвасем хурăнсем лартса посадка ÿстернĕ. 1960 çулта «Победа» кирпĕч завочĕ çулталăкне 30 пин штук лайăх пахалăхлă кирпĕч кăларма тытăннă. 1962 çулхи февраль уйăхĕнче ялта библиотека уçăлнă. 1966 çулта «Ильич лампочкисем» çутатма пуçланă. 1966 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче çыхăну уйрăмĕ уçăлнă. 1968—1969 çулсенче ялăн кăнтăр енĕпе Елчĕк пăрăнăçĕ — Елчĕк асфальт çул сарнă. 1991 çулта ял хушшине асфальт сарма проект хатĕрленĕ, 1993  çулта  асфальт  çула  туса  пĕтернĕ.  2003  çулхи  августăн  28-мĕшĕнче  яла  газ  çитнĕ.  Чи малтан  пилĕк хуçалăхра /П.Н.Зайцевăн, П.В.Яковлевăн, З.И.Абукинан, В.И.Агафоновăн, И.В.Черновăн хуçалăхĕсенче/ «сенкер çулăмпа» усă курма пикеннĕ.
Йăлмахва ялĕнчен тухнă пултаруллă çынсем нумайăн. 1813—1814 çулсенче Кем- зельскри гренадер полкĕн рядовойĕ Степан Васильев Наполеон çарне хирĕç пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, «За взятие Парижа» кĕмĕл медале тивĕç пулнă. Сергей Васильевич Васильев ?Сергий атте/ 1869 çулта Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. 1889 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. Самар кĕпĕрнинчи Бугуруслан уесĕнчи Стюхино ялĕнчи чиркÿре 1895 çултан пуçласа священникре ĕçленĕ. 1902 çултан 1929 çулччен ?храма хупичченех/ настоятель пулнă. 1902—1906 çулсенче Семен Михайлович Зайцев Каçал вулăсĕнче старшина ?хальхипе район пуçлăхĕ/ ĕçĕсене туса пынă. Унăн шăллĕ Кирилл Михайлович Михайлов 1910—1917 çулсенче стражник пулса службăра тăнă, 1917—1921 çулсенче Хĕрлĕ çарта пулнă. 1965—1973 çулсенче Герман Тимофеевич Зайцев Комсомольски райĕçтăвкомĕнче вăй хунă. 1950 çулта Мария Николаевна Игнатьева /1888—1963 ç.ç./ учитель Ленин орденĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Осип Петрович Албутова, 1888 çулта çуралнăскере, çул-йĕр участокĕнче тăрăшса вăй хунăшăн Ленин орденĕпе наградăланă . Петр Геннадьевич Михайлов 1970 çулта классика енĕпе кĕрешекен, 1972 çулта ирĕклĕ мелпе кĕрешекен спорт мастерĕн кандидачĕ ятсене тивĕçнĕ. Гурий Гурьевич Чаржов — поэт, СССР Писательсен союзĕн членĕ. Унăн пĕрремĕш кĕнеки «Вĕçев» ятпа 1974 çулта пичетленсе тухнă. Николай Андреевич Миронов — зоотехник-ăсчах, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ, «РФ тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята 2001 çулта тивĕçнĕ, тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе 43 кĕнеке кăларнă. Борис Васильевич Михайлов 1996 çулта техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, 2002 çулта доцент ятсене тивĕçнĕ, нумай ăслăлăх кĕнеки ун ячĕпе пичетленсе тухнă. Павел Николаевич Зайцев 2013 çулта Халăх академикĕ ята тивĕçнĕ, 2016 çултанпа ЧР Писательсен союзĕн членĕ, виçĕ кĕнеке кăларма вăй çитернĕ.
Истори сукмакне тишкернипе çеç мар, ялăн паянхи сăн-сăпачĕ çине те тимлĕх уйăрас килет. Çулсем иртнĕ май ял урамĕсем те улшăнса пыраççĕ, ял çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ те урăхланать. Мĕнпе илĕртет-ха пире паянхи ял? Мĕнле паллă вырăнсемпе асра юлать?
Йăлмахва ялне пырса кĕрсенех «Йăлмахва» тесе çырнă стелăна куратăн. Ăна ялта çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан çамрăксем пуçарнипе иртнĕ çул ăсталаса вырнаçтарса лартрĕç. Малалла кайсан Кайнлăк ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ ларать. Ку çуртра çыхăну уйрăмĕ, модельлĕ библиотека, медпункт, ветеринарсен пункчĕ вырнаçнă.
1975 çулта пирĕн ял тăрă-хĕнче Чăваш Республикин Министрсен Совечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса монумент туса лартнă. Унта Кайнлăк ял тăрăхне кĕрекен 3 ялти çынсен 163 сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă /70 çын — Хирти Мăнтăр ялĕнчен, 62 çын — Йăлмахва ялĕнчен, 31 çын — Кайнлăк ялĕнчен/. Монументăн варринче — салтак палăкĕ. Унăн çÿллĕшĕ — 2,8 метр. Унтах 1 метр çÿллĕш, 3,3 м тăршшĕ трибуна. Трибуна умĕнче аялта, çăлтăр евĕрлĕ фигура ăшĕнче, уявсем вăхăтĕнче «сÿнми çулăм» çунать. Кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче кунта Кайнлăк ял тăрăхĕнчи çынсем тата шкул ачисем пуçтарăнса Çĕнтерÿ кунне уявлаççĕ.
Ял варринче вара — Йăлмахван паттăр салтакĕсене асăнса лартнă палăк. Пирĕн ялтан 93 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 62-шĕ каялла таврăнайман. Тăван яла 31 çĕнтерÿçĕ çеç таврăннă.
Ялта 1938 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче тĕрлĕ тавар сутакан лавкка уçăлнă. Çулсем иртнĕ май лавкка çуртне темиçе те юсанă, çĕнĕ сăн-сăпат кĕртнĕ. Паянхи кун çак çуртра Комсомольски райповĕн куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинĕ вырнаçнă. Ял çыннисем кунсерен унта çитме васкаççĕ, кирлĕ таварсем туянаççĕ.
Эпĕ хам Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснишĕн савăнатăп. Юрататăп эпĕ хам çуралнă тăван яла. Сана савса, юратса юрлаççĕ пирĕн ял çыннисем çак мухтав юррине. Ку юррăн сăмахĕсене ялти учительница Антонина Ивановна Константинова çырнă, музыка учителĕ Юрий Иванович Петров кĕвĕленĕ.
Ик çырма хушшинче,
Хăвасен айĕнче,
Илемлĕн курăнать
Ман Йăлмахва.
Йăлмахва, Йăлмахва,
Хуть ăçта эп кайсан та
Эсĕ ман асăмра,
Йăлмахва!
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Один комментарий

Добавить комментарий для Наши проекты «Таван ял, илемлен, аталан» («Живи, цвети, село родное») — Каçал ен Отменить ответ

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *