Пĕр-пĕрне ăнланнине мĕн çитĕ?

Туй — илемлĕ те паллă пулăм. Ылтăн туй — чаплă уяв. Çак кун юратупа, кĕреке ачасемпе, мăнуксемпе, тăвансемпе тулни вара пушшех те савăнтарать. 50 çул пĕрле пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса юнашар утакан мăшăр яланах ырă ăмсану тата хисеп туйăмĕ çуратать.
Февралĕн 8-мĕшĕнче Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Нина Михайловнăпа Михаил Яковлевич Шорников пĕрлешнĕренпе 50 çул çитет. Мĕнрен пуçланнă-ха çемье историйĕ? Паллах, яш каччă сăпайлă та пăрчăкан пек ĕçчен пирĕштине мăшăр тума куç хывса хунинчен.
Михаил Яковлевич 1942 çулта февралĕн 5-мĕшĕнче Анат Тимĕрчкассинче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере кĕçĕнни тата пĕр ывăл пулни çамрăка Германире виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн яла юлма хистенĕ. Пултаруллă платник аллинче яланах ĕç вĕресе тăнă. Ĕçе вăхăтра, тĕплĕ, тирпейлĕ пурнăçлама хăнăхнă Михаил Яковлевича таврари нумай çын çурт тума шаннă. Çемье пурăнакан тĕп киле те вăл никĕсренех хăй вăйĕпе ăсталанă.
Нина Михайловна 1949 çулта июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралнă. Çемьере виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл хушшинче вăл аслă ача пулнă пирки, паллах, ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне кĕçĕннисемшĕн те, кил-çуртра вăй çитекен ĕçсемшĕн те яваплă пулнă. Хĕрача вĕренÿре те 9 класс таран лайăх ĕлкĕрсе пынă. «Тем пек малалла вĕренме ĕмĕтленсен те, аттепе аннен шкул тумĕ илсе пама укçи-тенки çитейменрен, ĕçлеме кайма тиврĕ»,— пĕлтерчĕ Нина Михайловна. Çемьене пулăшас тĕллевпе хĕр ялти фермăна ĕçлеме кайнă. Вăл унта 32 çул вăй хунă. Малтан сыснасем пăхнă, унтан çирĕм çул ĕне сунă, тăватă çул выльăх самăртнă çĕрте ĕçленĕ. Паллах, çăмăл пулман. Маттур Нина Михайловна çитĕнÿсемшĕн «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медальне тата нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.
Мăшăр виçĕ ывăл тата икĕ хĕр çуратса, ăс парса, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Нина Михайловна ачисем вĕренсе хăйсене килĕшекен профессисем суйласа илме пултарнишĕн савăнать. Вĕсем пурте çемье çавăрнă, ача-пăчаллă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.
Ватăсем тивĕçлĕ канура пулсан та пушă лармаççĕ. Кил карти тулли выльăх пулнине хăнăхнăскерсем хальхи вăхăтра та качака, сурăхсем, сыснасем тытаççĕ. Тата кашни çулах индоуткăсене чĕп кăларттарса ÿстереççĕ. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех пахчара, садра кăштăртатаççĕ. Нина Михайловна çамрăк чухне çынсем валли Турăш умне çакмалли карăсем, саппунсем тĕрлеме те вăхăт çитернĕ. Вăл халĕ те ĕçсĕр пурăнаймасть: кăçатă йăвалать, минтер пичĕсем тĕрлет, çыхать, илемлĕ чечексем ÿстерет. Эпĕ пынă чухне вăл мăнукĕ валли алă тутри тĕрлеме пикеннĕччĕ.
Эпир кил хуçи хĕрарăмĕпе чылай вăхăт калаçрăмăр. Мăшăрĕ вара ытларах пире итлерĕ, Нина аппан сăмахĕ çумне пĕрер сăмах хушкаларĕ.
«Пурăнан пурнăçра темле те пулнă пуль. Кăшт сăмахласа, тавлашса илесси пур çемьере те пулать. Пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлмелле. Пĕрре курсах качча кайнăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Манăн телейĕм мăшăр юнашар пулнинче, ачасем çемйисемпе тĕрĕс-тĕкел пурăннинче», — терĕ Нина Михайловна мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса.
Тарават мăшăрăн çурт алăкĕ килен-каяна яланах уçă. Ачисемпе мăнукĕсем килсен кил-çурт хаваслă кулăпа, шÿтпе, чĕвĕл-чĕвĕл калаçупа тулать. Ачисем яланах пулăшса хăварма тăрăшаççĕ. Тăхăр мăнукĕ тата пĕр мăн мăнукĕ вара хăйсене кунта чĕререн юратнине, çепĕçлĕхе, ăшша чунпа туяççĕ, кашни каникултах килме васкаççĕ.
Ачисемпе мăнукĕсем тата мăн мăнукĕ çак çутă тĕнчери чи çывăх çынсене Нина Михайловнăпа Михаил Яковлевича пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа саламлаççĕ. Малашне те хурçă пек çирĕп сывлăхпа, иксĕлми телейпе, çутă ĕмĕтсемпе, çемьери ăнланупа пурăнма сунаççĕ.
«Чи хитре сăмахсемпе саламлатпăр,
Ырлăх-сывлăх, телей çеç сунатпăр.
Çак хăналăхри хитре пурнăçра
Нумай çул пурăнăр пире савăнтарса», — терĕç ачисемпе мăнукĕсем çывăх çыннисене саламласа.
С. ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *