Вторник, 16 апреля

Волейболла вылянă

Шкул волейбол лигин чемпионачĕ — шкул командисем хушшинче ирттерекен чи анлă сарăлнă спорт проекчĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче пирĕн район çак чемпионата хастаррăн хутшăнать.
Январĕн 29-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра шкул волейбол лигин муниципаллă тапхăрĕ старт илчĕ. Спортсменсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов тата район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыев саламларĕç. Çак кун хĕрсен командисем вăй виçрĕç. Каччăсен командисем хушшинче те вăйăсем хĕрÿ иртрĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *