Пятница, 19 апреля

Çырав талисманне палăртма конкурс пуçланнă

Çырав талисманне палăртма конкурс пуçланнă

Ÿнерçĕсене, дизайнерсене тата пултарулăх çыннисене пĕлсе тăма! Хăвăрăн ĕçе Раççей шайĕнче вунă çулта пĕрре иртекен пĕлтерĕшлĕ пулăм символĕнче курас килет-и? Кăçал цифрăллă форматпа пĕрремĕш хут иртекен пулăм символĕнче; Апла пулсан, Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурса мĕнле хутшăнмалли тата 60 пин тенкĕ выляса илмелли пирки пĕлтеретпĕр.
Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн талисманне палăртмалли наци конкурсне январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа ĕçсем йышăнаççĕ. Çын е чĕрчун, ÿсентăран е тата урăх япала символ пулма пултарать. Тĕслĕхрен, иртнинче çырав эмблемиллĕ футболка тăхăннă савăнăçлă арçын ача талисман пулнă. «Пур ĕçе те авторăн хăйĕн шутласа тупмалла, ку таранччен усă курнă персонажсене е сăнарсене кĕртме юрамасть. Конкурса хутшăнакансем талисмана ÿкернĕ чухне Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕн официаллă символикипе усă курма пултараççĕ», — тенĕ конкурс условийĕсенче.
Çĕнтерÿçĕн ĕçне çыравăн хыпар материалĕсенче, интернетра ятарлă страницăсенче, телевиденире вырнаçтарĕç, çавăн пекех, çитес çырава халалланă массăллă мероприятисем ирттернĕ чухне усă курĕç. Çĕнтерÿçĕ 60 пин тенкĕ укçан премие тивĕçĕ.
Конкурса ĕçсене февралĕн 10-мĕшĕччен /Мускав вăхăчĕпе 12 сехетчен/ тăратмалла. Унта 18 çул тултарнă Раççей гражданĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнас тесен «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020» сайт çинче /www.strana2020.ru/ регистрациленмелле, ятарлă формăна çырса тултармалла, унта хăвăрăн ĕç пирки ссылка тумалла. Кашни конкурсантăн ĕçе Инстаграмра хăйĕн страницинче вырнаçтармалла, @strana2020 активлă ссылкăпа, çавăн пекех, #талисман_перепись хештегпа паллă тумалла. Унăн Инстаграмри аккаунчĕ кашниншĕн уçă пулмалла, ĕçĕ .png е .jpeg формата тивĕçтермелле. Пĕр çын конкурса виçĕ ĕçрен ытла тăратма пултараймасть.
Çĕнтерÿçĕне икĕ тапхăрпа палăртаççĕ: Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020 сайт çинче пурте хутшăнма пултаракан сасăлав тата жюри суйлавĕ пулĕ. Жюри членĕсем профессионаллă художниксем, дизайнерсем, Раççей статистикин, «Комсомольская правда» издательство çурчĕн ĕçченĕсем тата конкурса йĕркелекенсем.
Сасăлав Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020 сайт çинче февралĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Сайт çинче регистрациленнĕ кашни çыннăн сасăлава хутшăнма май пур. Чи лайăх символа суйласа илсе /»Килĕшет» /»Нравится» е «лайк»/ паллăсене лартмалла. Пĕр «лайк» пĕр балл тенине пĕлтерет. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай балл пухнă ĕçсене шорт-листа кĕртеççĕ.
Иккĕмĕш тапхăрта шорт-листа кĕртнĕ проектсене хаклаççĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе баллсем параççĕ. Вĕсене пĕтĕмлетсе «Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020» талисмана шутласа тупнă çĕнтерÿçе палăртаççĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвне февралĕн 28-мĕшĕччен халăх çыравĕн тата «Комсомольская правда» сайтсенче, социаллă тытăмсен официаллă страницисенче пичетлеççĕ.
Конкурс пирки тĕплĕнрех talisman@strana2020.ru электронлă почта çине çырса ярса ыйтса пĕлме пулать.
Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче /Gosuslugi.ru/ электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех, ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *