Четверг, 18 апреля

Çĕнĕ çулта асăрханулăх çинчен ан манăр

Çĕнĕ çулта асăрханулăх çинчен ан манăр

Çĕнĕ çул аслисемшĕн те, ачасемшĕн те чи юратнă уяв шутланать. Пурте кивĕ çула йĕркеллĕ ирттерсе ярса, çĕннине савăнăçлă кĕтсе илес тесе тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕрисем уяв вăхăтĕнче сыхлăх çинчен манса каяççĕ. Çавăн пирки Çĕнĕ çул уявĕпе ун хыççăнхи вăрăм кану кунĕсенче кашни çулах çынсем сусăрланнă тĕслĕхсем сахал мар. Мĕн пирки çынсем çак кунсенче ытларах сусăрланаççĕ; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама паян республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.
— Елена Михайловна, çынсем уяв кунĕсенче ытларах мĕнле инкеке çакланма пултараççĕ? 
— Шел те, статистика кăтартнă тăрăх, Çĕнĕ çул уявланă кунсенче çынсем питĕ нумай сусăрланаççĕ. Больницăсемпе травмпунктсенче ĕçлекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче хĕрÿ тапхăр пуçланать.
Палăртнă тăрăх, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче çак кунсенче медицина ĕçченĕсем патне пĕр пекрех сăлтавпа, чирсемпе тата пĕр евĕрлĕ сурансемпе пулăшу илме пыраççĕ, ÿксе алă е ура хуçнипе, пиçсе кайнă е тăм илтерсе янă пирки, вăраха, шала кайнă чирсем тепĕр хут аталанса кайнипе, апат-çимĕçпе е эрехпе наркăмăшланнă пирки.
— Елена Михайловна, çакна та каласа хăварăр-ха, пĕлтĕр хĕллехи уяв кунĕсенче пирĕн республикăри медицина ĕçченĕсем ытларах мĕн пирки тата миçе çынна пулăшу панă?
— Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри васкавлă пулăшу учрежденийĕсенче кăна 11243 çынна  пулăшу  панă.  Январĕн 1 — 8-мĕшĕсенче пĕтĕмпе 18 çын эрехпе наркăмăшланнă, вĕсенчен пĕри вилнĕ, 21 шăнса кайнă çынна тупса палăртнă, 6 çын шăнса вилнĕ, 6 çын çÿллĕ вырăнтан ÿкнĕ, иккĕшĕ вилнĕ.
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне аманнă, суранланнă пирки пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 4 çынна илсе çитернĕ. Пĕр хĕр-ачан алăри икĕ пÿрни те татăлса ÿкнĕ.
— Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнхи статистика çулсеренех кулянтарать, шухăша ярать. Мĕншĕн-ха çав кунсенче суранланнă çынсем, инкек тÿснĕ тĕслĕхсем самаях нумайланаççĕ? Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
— Статистика кăтартнă тăрăх, çынсем ытларах ÿсĕрле инкеке лекеççĕ.
Шел пулин те, нумайăшĕ кирек мĕнле уява та эрехсĕр ирттереймест, хаяр шĕвексĕр савăнма пĕлмест. Теприсене вара ÿсĕр пуличченех ĕçсе лартмасăр уяв лайăх иртнĕ пек туйăнмасть. Çĕнĕ çул уявĕ темиçе куна тăсăлать. Эрехне вара маларах темĕн чухлех хатĕрлесе хураççĕ.
Чылай чух çынсем ÿсĕрпе харкашма пуçлаççĕ, ÿксе аманаççĕ, хăйсене тăм илтерсе яраççĕ. Каласа хăвармалла, çавăн пек инкеке пĕрмай эрех ĕçекен çынсем кăна мар, сайра-хутра уявран уява ĕçекенсем те çакланма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ Çĕнĕ çула кĕтсе пĕр бокал шампань эрехĕ е пĕр черкке шурă эрех ĕçнипе нимех те пулмасть тесе шухăшлать, анчах ыттисемпе пĕрле ĕçсе хăйсем сисмесĕрех ÿсĕрĕлсе каяççĕ. Шел пулин те, эрехĕн организмшăн сиенсĕр тата ÿсĕрĕлтерекен виçине палăртма питĕ йывăр, мĕншĕн тесен кашни çын хăйне евĕрлĕ.
Çавăнпа та, малтанхи черккене ĕçес умĕн кашнийĕнех малалла мĕн пулма пултарасси, ÿсĕрĕлсен хăйне хăй алăра тытайманни, лару-тăрăва тĕрĕс хак парайманни пирки шухăшламалла. Эрех нихăçан та ырри патне илсе çитерменнине яланах асра тытмалла.
— Пиротехника хатĕрĕсене туяннă чух уйрăмах мĕн тимлемелле тата вĕсемпе усă курнă чухне мĕн пĕлмелле;
— Чăнах та, Çĕнĕ çул кунĕсенче тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе çынсем анлăн уса кураççĕ. Пурин те çак уява илемлĕ, асра юлмалла ирттерес килет. Инкек сиксе ан тухтăр тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
— петардăсемпе фейерверк-сене пиротехника сутма ирĕк пур, лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла;
— туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине тимлĕрех пăхмалла;
— пиротехника илнĕ чухне упаковкине йĕри-тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл уçă пулмалла мар;
— пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкцийĕ пулсан кăна туянмалла;
— хуласенче пиротехникăна ятарласа уйăрнă вырăнта кăна ямалла, салют яма юракан вырăнта йывăçсем, электричество пралукĕсем тата пÿртсем пулмалла мар;
— çил хăвăртлăхĕ çеккунт ра 5 метртан ытла пулсан пиротехникăпа усă курма юрамасть;
— салютсене алăран вĕçтерсе яма юрамасть, вĕсене çĕр çинче çирĕп вырнаçтармалла. Хлопушкăсемпе бенгаль çуртисемпе алла тытса çеç усă курма юрать;
— фейерверка куракансем еннелле вĕçтермелле мар, енчен те чĕртсе янă хыççăн салют тÿрех вĕçсе тухмарĕ пулсан, тÿрех ун патне пымалла мар, кăштах тăхтамалла;
— ачасене аслисемсĕр пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма чармалла.
Салютсене ÿсĕрле яни те час-часах инкек патне илсе çитерме пултарать, çавăнпа та вĕсене те пиротехника хатĕрĕсем патне ямалла мар.
— Апат-çимĕç туяннă чухне мĕн асра тытмалла, кил хуçи хĕрарăмĕсене мĕнле сĕнÿсем пама пултаратăр? 
— Çĕнĕ çул валли çынсем маларах е юлашки кунсенче васкаса апат-çимĕç илсе хураççĕ. Çакăнпа хăшпĕр магазинсем питĕ лайăх усă кураççĕ, тавар нумайрах сутас шутпа упаковкăсем çинче упранмалли вăхăчĕсене тĕрĕс кăтартмаççĕ е срокран тухнă япаласене сутаççĕ.
Инкек ан пултăр тесен, апат-çимĕçсен упранмалли вăхăтне, пахалăхне лайăх пăхса, тĕрĕслесе туянмалла. Лавккари хатĕр салатсене туянмасан лайăхрах. Килте хатĕрлесен усăллăрах тата шанчăклăрах пулĕ.
— Апат-çимĕç нумай çини те сывлăхшăн усăллă мар вĕт, ку вара мĕнле инкек патне илсе çитерме пултарать;
— Çакна асра тытмалла: çуллă, пăрăçлă тата тем тĕрлĕ апат çисе лартни тата эрех ĕçни вар-хырăм çине япăх витĕм кÿрет. Чирлисене вăрах, шала кайнă чирсем хăйсем пирки аса илтерме пуçлаççĕ, сывă çынсем те аптраса ÿкме пултараççĕ.
Вар-хырăмлăха кăна мар, чĕрене те йывăр килет. Шел те, çĕнĕ çул сĕтелĕ холестеринлă тата тăварлă апат-çимĕçпе пуян. Вĕсем вара чирлĕ чĕрешĕн кăна мар, сыввишĕн те сиенлĕ. Юн пусăмĕ сасартăк хăпарса кайма пултарать, инфарктпа инсульт пулас хăрушлăх ÿсет. Çапла вара уяв кунĕсем хыççăн больницăра нумай вăхăт хушши сипленме тивĕ.
Сывлăха сиен кÿрес мар тесен, уяв кунĕ ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсене яланхи пекех çимелле. Сĕтел хушшине ларсассăн та виçине пĕлмесĕр çисе лартма тăрăшмалла мар. Сĕтел çинче пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулсан питĕ аван. Тăхтавсем тумалла, ташламалла, вăйăсем вылямалла, урама тухса çÿремелле.
— Юлашкинчен хаçат тусĕсене мĕн сунатăр?
— Çĕнĕ çулта сывлăх ан хавшатăр, çирĕп пултăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *