Суббота, 20 апреля

«Каçал ен» — вулакан хаçат

«Каçал ен» — вулакан хаçат

Комсомольскинчи почта уйрăмĕнче тăрăшуллă та маттур ĕçченсем ĕçлеççĕ. Вĕсем шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Яваплăха çирĕп туяканскерсем ирех ĕç вырăнне васкаççĕ. Клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ вĕсем. Çакна ĕçри ÿсĕмсемпе кăтартусем çирĕплетеççĕ те.
— Ĕçе юратни пурнăçра тĕл пулакан пур чăрмава та çĕнтерсе пыма пулăшать, вăй парать, — теççĕ вĕсем кăмăллăн.
Акă, Марина Чернова почтальонка — коллективра нумай çул ĕçлекенсенчен пĕри. Шанса панă ĕçре 10 çул тăрăшать. Вăл çак вăхăтра опыт пухма та, хаçат-журнал тусĕсемпе пĕр чĕлхе тупма та ĕлкĕрнĕ. Хаçат-журнала, участокри урамсенче пурăнакансен ячĕпе килнĕ çырусене вăл наччасрах тирпейлесе хурать те çула тухать. Кунсерен миçе километр хыçа хăварать-ши? 
— Ятарласа шутламан. Кунсерен 20-шер километр та пухăнать пулĕ. Манăн тĕллев — хаçат-журнал çырăнса илекен кашни килех çитесси. Вĕсем çĕнĕ периодика изданийĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăшне-пĕрне пенси укçи çитерсе памалла, теприсене çырăва алăран тыттармалла, виççĕмĕшĕсем — электроэнергишĕн, газшăн та тÿлесе ярасшăн, тĕрлĕ тавар туянакансем те пур. Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ вăл. Чи пахи вара — хаçат тусĕсемпе килĕштерсе ĕçлени. Эпĕ вĕсене яланах хаçат-журнал вулама хавас пулнăшăн тав тăватăп, — терĕ Марина Чернова çула пуçтарăннă май.
Хальхи вăхăтра унăн участокĕнче, вунă урамра, «Каçал ен» хаçата 100 экземпляра яхăн илсе тăраççĕ. Марина Геннадьевна палăртнă тăрăх, хаçата унччен тата та нумайрах çырăннă. Халĕ çынсем информаципе ытларах интернетра паллашаççĕ. Апла пулин те район хаçачĕпе туслисем, вулама кăмăллакансем «Каçал ен» хаçатах çырăнаççĕ. Марина Чернова почтальон район хаçатне кашни çемьере илсе тăччăр тесе çырăнтару кампанине çав тери активлă хутшăнать. Çавна май кăçал вăл «Чи нумай хаçат çырăнтаракан» ята тивĕçрĕ. «Каçал ен» хаçат редакцийĕ маттур та тăрăшуллă почтальона парнепе чысларĕ.
Район хаçатне кашни вулакан юратса вулатăр. Вăл чун уççи пултăр!

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *