Çамрăксене тимлемеллех

Çамрăксене тимлемеллех

 

Ачасем — пирĕн пуласлăх, сывă та тĕреклĕ общество никĕсĕ.  Çавăнпа та вĕсем тĕрĕс çул çине тăрса ÿсчĕр,  ашшĕ-амăшĕнчен тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе çитĕннисен çине тăрсах вăй хумалла. Ку тĕлĕшпе районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн  çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕ те пысăк витĕм кÿрет.  Паян эпир шăпах çул çитмен ачасемпе ĕçлекен  Рева Николаевна Жукова инспекторпа тĕл пултăмăр.

— Рева Николаевна, пирĕн районта халĕ йывăр лару-тăруллă 21  çемье учетра тăрать,  вĕсенче 39 ача çитĕнет.  Çак цифрăсем мĕн çинчен калаççĕ-ха; 

— Чăн малтан, пирĕн, çитĕннисен,  вĕсене пысăк тимлĕх   уйăрмалли çинчен. Çак тĕллевпе эпир  çемьесене пĕр самант та куçран вĕçертместпĕр,  педагогсемпе,  район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайĕн  ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăш профилактика рейчĕсем ирттеретпĕр.  Июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне  кăна çакнашкал рейдсем 76 йĕркелерĕмĕр — йывăр лару-тăруллă çемьесенче ачасем епле çитĕннипе интересленетпĕр, ăнлантару ĕçĕсем тăватпăр.

— Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, район территорийĕнче çул çитмен ачасем преступлени тăвасси кăшт ÿснĕ.  2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕрре пулнă пулсан,  кăçал 2 преступлени регистрациленĕ.  

— Преступлени  çулĕ çине тăракан çамрăксем ытларах пулни пире сисчĕвлентерет. Çавна май эпир ытларах профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр,   ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхекен,  харкашуллă çемьесене тăтăш тухса çÿретпĕр.  Ачасен пурнăçĕпе кăсăкланса тăратпăр.  Çемьере çирĕп йĕрке, тимлĕх,  пурăнма тата вĕренме кирлĕ услови пулманни — ачана хăйне ирĕккĕн туйма пулăшакан меслет.  Час-часах тимлĕхрен вĕçерĕннĕ çул çитмен çамрăксем тĕлли-паллисĕр вăхăт ирттереççĕ, урам серепине лексе йăнăш çулпа кайма пултараççĕ. Хăвăрах пĕлетĕр,  унта эрех-сăра сĕнекенсем те,  япăх  ĕç тума вĕрентекенсем те сахал мар.  Çавăнпа та çамрăксене преступлени çулĕ çине тăма памалла мар.  Паянхи кун тĕлне пирĕн патăрта  çул çитмен 15 çамрăк учетра тăрать ?пĕлтĕр çак тапхăрта 16 пулнă/.  Тепĕр хут калатăп, цифрăсем кăмăллă пулсан та,  пирĕн ĕçре яваплăха, тăрăшулăха пĕрре те чакарма юрамасть.  Çемьесенче кăна мар,  çамрăксем каçсерен пухăнакан вырăнсенче те тăтăш пулма тăрăшатпăр.

— Çул çитмен çамрăксем саккун умĕнче ытларах мĕнле «çылăха» кĕреççĕ-ха;

— Пысăк преступлени пĕчĕккинчен пуçланать. Аслисене ача шкул уставне пăхăнманни те канăçсăрлантарма тивĕç  — мĕн сăлтавпа уроксене сиктерет вăл. Шкул сакки çинчен анмасăрах эрех-сăра енне туртăнни вара вăхăтра чармасан преступлени патнех илсе çитерме пултарать.  Юлташĕсене е аслисене кÿрентересси, ют пурлăха хапсăнасси,  ашкăнасси, иртĕхесси те çак япăх çул çинчех. Тĕрĕс çул çинчен пăрăнма вара нумай та кирлĕ мар.

— Апла пулсан, сирĕн ĕçĕрте тĕп тĕллев — çамрăксене преступлени тăвасран вăхăтра асăрхаттарасси, тĕрĕс çултан пăрăнасран сыхласси. Çак ĕç çемьерех йĕркеленсе пымалла-çке!

— Тĕрĕс,  пурнăç  йĕркине ача чăн малтан ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет.  Тăван çемье — ырă йăла-йĕрке çăлкуçĕ,  пуласлăх никĕсĕ. Анчах та çемьере йывăр лару-тăру хуçалансан, çак тивĕçе пĕтĕмпех шкул, общество хăйсем çине илеççĕ.  Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне ачисем умĕнчи тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн явап тыттарма та тивет.  Кăçалхи январь — июнь уйăхĕсенче 9 ашшĕ-амăшне тата çул çитмен 7 çамрăка  административлă майпа явап тыттарнă, протокол çырнă. Çавăнпа та çамрăксене преступле-      ни çулĕ çинчен пăрăнма, саккунсене пăхăнса пурăнма ыйтасшăн.

Хальхи вăхăтра  вара пирĕн тĕллев — çамрăксен çуллахи  кану вăхăтне инкек-синкексĕр ирттерессине сăнаса  тата тĕрĕслесе тăрасси.  Эпир йĕркелĕхшĕн кăна мар,  ачасен сывлăхлă пурнăçĕшĕн те яваплă. 

 Çамрăксен шăпи чăннипех те çитĕннисен аллинче.  Ăнăçу пултăр Сире канăçсăр та пархатарлă  ĕçĕрте! Тавах чун-чĕрене уçса калаçма вăхăт тупнăшăн!

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *