Экзамен тытасси – яваплă тапхăр

Экзамен  тытасси – яваплă тапхăр

Çуллахи каникул — ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт. Тинех уроксем çинчен манса кунĕпе канма, экзаменсем тытнă хыççăн    çăмăллăн сывласа яма пулать. Вăтам шкултан вĕренсе тухакансемшĕн çеç мар, 9-мĕш класс   пĕтерекенсемшĕн те экза-          мен тытасси — питĕ яваплă тапхăр.

 

 Кăçал 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем 4 предметпа патшалăх экзаменĕ тытнă: вырăс чĕлхипе, математикăпа тата хăйсем суйласа илнĕ икĕ предметпа. Тĕп патшалăх экзаменĕсенче районĕпе чылай ача 2 е 3 предмета «пиллĕк» паллăпа тытнă. Çав вăхăтрах 4 экзаменра та «пиллĕк» паллă илнĕ пултаруллă ачасем те пур пирĕн. Вĕсем: Адиля Шейдуллина тата Рине Самкина (Урмаел вăтам шкулĕ),  Георгий Долгов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), София Чернова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Инесса Зайцева (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Карина Терентьева (Шурут вăтам шкулĕ). 

Выпускниксенчен чылайăшĕ колледжсемпе техникумсене вĕренме кĕрет. Унта вĕсем чылай чухне 9-мĕш класс хыççăнхи экзаменсене лайăх паллăсемпе тытнине кура çăмăллăнах кĕреççĕ. Колледжран е техникумран вĕренсе тухакансем тÿрех ĕçе пикенме, ĕçленĕ хушăрах аслă вĕренÿ заведенийĕнче куçăмсăр майпа ăс пухма, е малалла  та çак енĕпех вĕренме пултараççĕ. Çулсерен çакăн пек çул  суйласа илекенсем пирĕн районта нумайăн.

Тĕп патшалăх экзаменĕсене ирттернĕ чухне çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ: кабинетри лару-тăрăва тимлеççĕ, тĕрĕслев материалĕсене экзамен кунĕнче çеç уçаççĕ. Кăçал республикăра тĕп патшалăх экзаменне 12 пин ытла 9-мĕш класс ачи тытнă. Районта çакăн пек 249 вĕренекен пулнă.

— Ытларахăшĕ обществознани, биологи, географи, информатика тата хими предмечĕсене суйланă. Çак предметсем малашлăхра инженери, ял хуçалăх, экономика, медицина специальноçĕсене илме май параççĕ, —  палăртать район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Антонова.

Экзамен тытайманнисем çинчен калас пулсан, вĕсем хăйсен пĕлĕвĕсене сентябрьте çĕнĕрен тĕрĕслеме пултараççĕ. Çакăнпа çыхăннă ыйтусем  пур пулсан хăвăрăн шкулта ыйтса пĕлме е ятарлă хĕрÿ лини телефонĕпе — 8(8352)572160 — шăнкăравлама пулать.

Н.МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *