Юратнă ĕçре – 26 çул

Юратнă ĕçре – 26 çул

Хĕрарăм вăл — мăшăр та, анне те, кил ăшшин управçи те. Çав вăхăтрах паянхи хĕрарăмсем кил таврашĕнче тирпей-илем кÿнипе, ачи-пăчине тăрантарса тирпейлĕн çÿретнипе çеç çырлахмаççĕ, ĕçре те хăйсене валли чун киленĕçĕ тупаççĕ. Чылай çул юратнă ĕçре тăрăшса ял хушшинче чыс-хисепе тивĕçнĕ хĕрарăмсем пирĕн районти ялсенче те нумай. Акă, сăмахран, Çĕнĕ Мăратри йывăçран япаласем тăвакан комбинатра 26 çул вăй хунă Лидия Кочедыковăна ялта пурте пĕлеççĕ, хаклаççĕ.
Лидия Николаевна 1975 çулта çак комбината ĕçе кĕнĕ. Малтанах вăл станочницăра ĕçленĕ, станок умĕнче тăрса сĕтел-тенкел урисем туса кăларнă. Ун чухне комбинатăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă. Кунта клепкăсем туса Шăхасана пичкесем тума ăсатнă, Шупашкарти кирпĕч завочĕ валли поддонсем хатĕрленĕ. Мĕнле саккас пулнă — çавна пурнăçланă. Çавăн пекех килте усă курмалли питĕ нумай хатĕр-хĕтĕр ăсталанă.
— Тукмакран пуçласа сĕтел-пукан таран хатĕрленĕ пирĕн комбинат. Арчасем, краватьсем, çаврака сĕтелсем, тенкелсем, кухньăна çакмалли шкапсем, тумбочкăсем… Йăлтах каласа пĕтерме те çук. Комбинатра ĕç вĕресе çеç тăратчĕ, — аса илет Лидия Николаевна.
Ăна ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне кура бригадира куçарнă. Çак ĕçре вăл 15 çула яхăн вăй хунă, хăйĕн тивĕçĕсене чунне парса пурнăçланă, тăван ялтах хуçалăхра кирлĕ япаласем туса кăларма пултарнăшăн савăнса тăрăшнă. Комбинатра ĕçлекенсем те хăйсем тунă хатĕр-хĕтĕрпе кил таврашĕнче усă курнă. Лидия Кочедыкова 2003 çулта тивĕçлĕ канăва тухса комбинат ĕçне пăрахнă. Апла пулин те, халĕ те унта туса кăларнă тукмака, ывăса упрать.
— Паянхи кун та комбинатра кунсерен унчченхи пек ĕç шавĕ илтĕнсе тăрсан мĕнле лайăх пулмалла та. Анчах унта халĕ малтанхи пек ĕçлемеççĕ çав. Саккас пур чухне çеç тăрăшаççĕ пулмалла, хăма çураççĕ, — пытармасть пăшăрханăвне Лидия Кочедыкова.
Н. КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *