Пятница, 19 апреля

Утарçăсене пĕлсе тăма

Утарçăсене пĕлсе тăма

Çуркунне çитнĕ май пирĕн çунатлă туссем вăранса пыраççĕ. Уйрăмах «Карпатски» ăратлă вĕлле хурчĕсем. «Среднерусски» ăратлисем çăмхара чăмăртанса лараççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн патра пурăнмалли хуртсем.
2018 çула илсен районта вĕлле хурчĕсем усракансен йышĕ ÿсрĕ. Ватăлса пыракан хурт-хăмăр ăстисем вырăнне çамрăк, вăйлă, ăста утарçăсем хутшăнни савăнтарать.Тĕпрен илсен, иртнĕ çул хăйне евĕр иртсе кайрĕ. Хăш-пĕр вĕлле хурчĕсем усракансем пыл илес енĕпе çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç. Иккĕмĕшсем пыл сахал пуçтартăмăр терĕç. Виççĕмĕш ушкăна кĕрекен утарçăсем, варроатоз чирĕпе çителĕклĕ ĕçлемен пирки, нумай вĕлле хурчĕсене пĕтерчĕç. Вилнĕ хуртсем вырăнне çу каçипех çĕнĕ çемьесем турĕç, çавна пула нумай тăкак тÿсрĕç. Эпĕ хам енчен варроатоз чирĕпе питĕ асăрхануллă пулмалла тесе каласа хăварасшăн. Юлашки çулсенче сăнанă тăрăх, утарçăсем кĕркунне çеç çак чиртен сиплеççĕ пулсан, хĕл каçнă чухне çав вĕллесенчи хуртсем вилсе пĕтеççĕ. Мĕнле майпа тата мĕнле препаратсемпе сиплемелли çинчен Патăрьел районĕнче иртекен хурт-хăмăр усракансен канашлăвĕнче яланах ветеринари енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ çынсене чĕнсе ăнлантарса пама тăрăшнă. Икĕ çул каялла Мускав специалисчĕсем килнĕччĕ, семинар ирттернĕччĕ. Вĕлле хурчĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен мĕнле сиплемеллине питĕ аван ăнлантарса пачĕç. Апла пулсан та, юлашки çулсенче хăшпĕр утарçăсен вĕлле хурчĕсем пĕтнĕ тĕслĕхсем пулкаларĕç. Варроатоз чирĕпе питĕ пĕлсе тата вăхăтра кĕрешсе пымалла, мĕншĕн тесен çак чире пула пирĕн çĕршывра кăна мар, пĕтĕм Европăра та вĕлле хурчĕсем чакаççĕ. Унсăр пуçне тата нозематоз, аскосфероз, акарапидоз, мешотчатый расплод чирĕсем пусмăрлаççĕ. Çак чирсемпе эпир ăнланса, комплекслă майпа сиплесе пырсан çеç аталанса пыма пултаратпăр.
Пĕлтĕр çăка йывăçĕ июнĕн 30-мĕшĕнче çеçке çурчĕ. Юлашки 7 çула илсен çăка çеçки çинче вĕлле хурчĕсем 2018 çулта 12 кун пыл пуçтарса юлчĕç. Ку питĕ лайăх кăтарту пулчĕ, мĕншĕн тесен ытти çулсенче 3—5 кун çеç ĕçлесе юлатчĕç. Вĕлле хурчĕсем усракансемшĕн ку паллах лайăх япала. Уйрăмах çăка йывăçĕ лайăх нектар кăларнипе палăрса тăчĕ. Опытлă утарçăсем пĕр вĕллерен 40—50 килограмм таран паха çăка пылĕ юхтарса илме пултарчĕç.
Çăка çеçкене ларнă вăхăтра сăнаса тăракан вĕлле талăкра 6—7 килограмм хутшăнса пычĕ.
2010 çулта çанталăк питĕ шăрăх пулчĕ пулсан та талăкра 8 килограмм нектар пуçтарнăччĕ. Çăка йывăçĕнчен пуçтарнă пыл тĕнчере чи лайăх пыл шутланать.
Хир енче вырнаçнă утарсенче кăтартусем пĕчĕкрех, мĕншĕн тесен çу каçипех çумăр сахал пулчĕ, пыл паракан курăксем нумайăшĕ типсе кайрĕç. Çавна пула кĕркунне енне кайсан август уйăхĕнче хурт амисем ир çăвăр сапма пăрахрĕç. Çавăнпа та юр айĕнче хĕл каçакан вĕлле хурчĕсене, çуркунне çитсе пынă май, канди парса пулăшмалла. Вĕлле хурчĕсем пĕрремĕш вĕçев тусан кандипе пыльца парсан питĕ аван. Каярах вара инвертлă шерпет памалла, «Ковитсан» препарат хушни авантарах, мĕншĕн тесен амана çăвăр нумайрах сапма пулăшать. Çуркунне утарçăсен питĕ тимлĕ пулмалла, вĕлле хурчĕсене пулăшса пымалла.
Юлашки вăхăтра Раççейре хурт-хăмăрçăсемпе, апитерапевтсемпе ирттерекен конференцисене, семинарсене, форумсене тăтăшах хутшăнмалла пулчĕ. Иваново, Хусан, Йошкар-Ола, Ульяновск, Пермь, Томск хулисенче Мускавра иртнĕ конгресс çĕнĕлĕхĕсемпе Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕнче мартăн 15-мĕшĕнче пулакан семинар-канашлура калаçма палăртнă. Канашлу 10 сехетре пуçланать.
Çавăн пекех семнар-канашлăва Йошкар-Ола, Ульяновск, Шупашкар хулисенчен специа-листсем килсе çитмелле. Утар-çăсене кăсăклантаракан ыйтусем çине вĕсем татăклă хуравсем парĕç.
Семинар-канашлу «Помоги пчеле» ятлă. Çавăн пекех семинар-канашлура пыл конкурсĕ пулать. Хурт-хăмăр усракансен утарта туса илнĕ çур килограмм пыл илсе килмелле. Пурне те çак конкурса хутшăнса çĕнтерме сунас килет. 1, 2, 3-мĕш вырăн йышăннă çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чыслама палăртса хунă.
Н.ПИРОЖКОВ,
зоотехник-утарçă,
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *