Четверг, 18 апреля

Афганецсемпе тĕл пулчĕç

Афганецсемпе тĕл пулчĕç

Пирĕн çĕршывра февраль уйăхĕнче спортпа çар уйăхлăхне ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак уйăхра эпир совет салтакĕсене Афган çĕрĕсенчен илсе тухнине те паллă тăватпăр. Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче те Афган вăрçинче пулнă салтаксене хăнана чĕнесси йăлана кĕрсе пырать.
Кăçал та интернационалист-салтаксемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Пирĕн пата А.В.Сорокин, Н.В.Белков, В.Г. Голланцев, В.Н.Гаврилов, И.В.Мамуткин, И.П.Сизов килчĕç. Вĕсем шкул ачисене хăйсем мĕнле салтак тивĕçĕсене пурнăçлани çинчен каласа пачĕç. Ачасем афганецсем каласа панине тимлĕн итлерĕç, ыйтусем пачĕç.
Тĕлпулу хыççăн ачасемпе учительсем тĕл перессипе ăмăртрĕç. Арçын ачасем хушшинче Артем Кошкин /9 класс/ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Евгений Смирнов /8 класс/ — 2-мĕш вырăна, Сергей Ишмуратов /11 класс/ 3-мĕш вырăна тухрĕç. Хĕрачасем хушшинче Инесса Зайцева /9 класс/ çĕнтерчĕ. Александра Сорокинапа Дарья Петрова /иккĕшĕ те 8 класс/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăна пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе парнесем пачĕç.
Тĕлпулу вĕçĕнче ачасемпе учительсем афганецсене вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн тав турĕç, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕç.

Е.КВАСОВА,
физкультура учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *