Районти фестивальте

Районти фестивальте

Афган вăрçи çинчен малтанхи вăхăтра нимех те каламан, хаçатсем те çырса кăтартман. Салтаксем ашшĕ-амăшĕсене, тăванĕсене хăйсем служба ирттернĕ вырăн пирки пĕр сăмах та шарламан.
1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче çак хăрушă вăрçă пуçланнă, совет салтакĕсем кăнтăрти çĕршыва пĕрремĕш утăмсем тунă. Вунă çула яхăн тăсăлнă вăрçăра 15 пин ытла çамрăк совет салтакĕ пуçĕсене хунă, нумайăшĕ сусăрланса килĕсене таврăннă.
1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн çарсене Афганистанран илсе тухнă. Çак кун çĕршыв çыннисемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулса тăчĕ.
40-мĕш арми командующийĕ Борис Громов хăйĕн аса илĕвĕнче çапла çырса хăварнă: «Çак вăрçă никама та кирлĕ марччĕ. Вăл пирĕн çĕршыва нимĕн те памарĕ, çемьесене инкек илсе çитерчĕ, питĕ нумай çын пурнăçĕ татăлчĕ». Пирĕн халăх паттăр совет салтакĕсене, присягăна парăнса çĕршыв хушăвне пурнăçлаканскерсене, яланах чысласа тăрать.
Афган вăрçи Йăлмахва ял историйĕнче те ĕмĕрлĕхех йĕр хăварнă. Пирĕн ялăн 5 каччи Афганистанра хăйсен çар тивĕçне туллин пурнăçланă. Николай Алякин «За отличие в воинской службе» II степеньлĕ медале тивĕçнĕ. Олег Абусев — Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Андрей Ефремов «За отвагу» медале кăкăрĕсем çине çакса таврăннă. Валерий Алякинпа Василий Чернов та Афганистан çĕрĕнче хăйсен хăюлăхне кăтартнă.
Çак кун Афган вăрçине хутшăннисене пурне те паттăрлăхшăн тав тăвар, сывлăх сунар, вĕсемпе мухтанар.

П. ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *