Осиповсем- 5-мĕш

Осиповсем- 5-мĕш

Январĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Спортпа туслă çемьесем старта тăнă.
Пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ыттисем саламланă.
Спорт уявне кăçал 60 яхăн çемье хутшăннă. Ăмăртăва районти спортпа чи туслă çемье, Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Осиповсем хутшăннă. Андрей, Лариса, Яна, Софья ăмăртура пиллĕкмĕш вырăна тухнă. Маттур çемье районта иртекен ăмăртусенче те яланах хастар. Осиповсем спорт çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Лариса Анатольевнăпа Андрей Аркадьевич ачисене мĕн пĕчĕкрен спорта хăнăхтарса ÿстереççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *