Четверг, 25 апреля

Ентешсем асрах

Ентешсем асрах

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Хирти Явăш тĕп шкулĕнче мини-футбол вăййин турнирĕ иртрĕ. Асăннă ăмăртăва кашни çулах йĕркелеççĕ, кăçалхипе вăл 30-мĕш пулчĕ. Турнира паттăр ентешсене Игорь Гаврилова, Вазык Тазетдинова, Рамил Гафурова халалланă.

Спортсменсене районти воин-интернационалистсен канашĕн председателĕ Виктор Гавриловăн, «Дружба» ЯХПК ертÿçи Ремис Мансуров, Игорь Гавриловăн амăшĕ Антонина Гаврилова тата ыттисем ăмăртура ăнăçу сунчĕç, ентешсене асра тытнăшăн, сума сунăшăн тав турĕç.
Кăçалхи ăмăртăва Комсомольски, Патăрьел, Йĕпреç районĕсен командисем хутшăнма кăмăл тунă. Хĕрÿ тупăшура «Дружба» ЯХПК команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Патăрьел районĕнчи «Керамика» ушкăн, Йĕпреçсен «Чурашево» команди — виççĕмĕш. «Чи лайăх вылякан» ята Сергей Михайлов, Алексей Григорьев, Кирилл Ефремов тивĕçрĕç.
Спорт ăмăртăвне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшакансем — Анатолипе Владимир Давыдовсем, Ремис Мансуров. Ентешсен тăванĕсем вĕсене чĕререн тав тăваççĕ. Спорт сывлăха çирĕплетет. Çакна Элпуç тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Ахальтен мар çак тăрăхра ăмăртусем тăтăшах иртеççĕ.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *