Четверг, 25 апреля

Çĕрулмине пуçтарса кĕртнĕ

Çĕрулмине пуçтарса кĕртнĕ

Çанталăк кунран-кун сивĕтсе пырать, пĕлĕтсем те, халь-халь татăлса анассăн, йывăррăн шăваççĕ. Тахçан сип-симĕс тумĕпе мухтанма пултарнă уйсем халĕ çаралсах, хирти ĕçсем те вĕçленсех пыраççĕ.
Акă, «Комсомольские овощи» ОООнах илер. Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем «иккĕмĕш çăкăра» кăларса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Асăннă уйăн лаптăк 140 гектарпа танлашнă. Юнашарах, 10 гектар çинче, кишĕр ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне хуçалăх хĕрлĕ чĕкĕнтĕре 20 гектар çинче çитĕнтернĕ.
— Çĕрулми кăларас ĕç кал-кал пычĕ. Ĕçченсем хастар та пултаруллă, опытлă. Алексей Мартынов механизатор «ДжонДир» тракторпа çÿрерĕ. Унăн пулăшуçисем — Дмитрий Максимовпа Леонид Миронов. Çĕрулми тухăçне хурламалла мар — гектартан 250 центнер. Вырăн вырăнпа гектарти вăтам тухăç 300 центнера та çитрĕ. Кăçалхи çанталăк епле тăнине пурсăмăр та пĕлетпĕр, çавăнпа та тухăç начар теместĕп, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе «Комсомольские овощи» ООО ертÿçи Марат Камальтдинов.
Механизаторсем кăларнă çĕрулмине Валерий Поляков, Владимир Можаев автомашинăсемпе, Айрат Кокоревпа Данис Гайзатуллин тракторсемпе районти сельхозтехника территорине илсе çитернĕ. Унта ăна склад заведующийĕ Владимир Павлов виçсе йышăннă. Унтан, тирпейлесе тасатнă хыççăн, ăна ятарлă склада хĕл каçарма хураççĕ. Типĕ тапхăрта унта хунăскер аван хĕл каçасса пĕлеççĕ вĕсем.
Çанталăк чăрмантарма тытăннă пулин те, ĕçе пĕтĕмпех механизациленине пула, хуçалăх ĕçченĕсем палăртнине кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Пĕрле килĕштерсе ĕçлени ĕçе тухăçлă пурнăçлама май парать, — теççĕ вĕсем.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *