Четверг, 18 апреля

Раççей ялавĕн кунĕнче — чупу

Раççей ялавĕн кунĕнче — чупу

Раççей ялавĕн кунĕнче районта çăмăл атлетсен чупăвне йĕркелерĕç.
Унăн пуçаруçисем — районти культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем. Асăннă чупăва вара культура ĕçченĕсем çеç мар, спорта кăмăллакансем, ачасем тата ял çыннисем хутшăнчĕç. Чупу Асанкасси ялĕнче старт илчĕ. Раççей ялавĕн кунне паллă тума кунта ял çыннисем чылайăн пухăнчĕç. Чупăва хутшăнакансем çавăн пекех Хыр-хĕрри, Кĕтне Пасар, Кĕçĕн Каçал, Комсомольски ялĕсенче пулчĕç. Савăнăçлă мероприятие вара районти культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кунта вĕсене аэробика ушкăнĕн ачисемпе Мария Долгова тренер кĕтсе илчĕç çеç мар, тĕрлĕ хусканусемпе те савăнтарчĕç. Çавăн пекех пурте пĕрле кар тăрса сывлăха çирĕплетсе зарядка турĕç.
— Сывă пурнăç йĕркине пăхăннине мĕн çиттĕр; Çак тĕллевпех Раççей Федерацийĕн ялавĕн кунĕнче кăçал «Асанкасси — Комсомольски» чупу йĕркелерĕмĕр. Унта эпир çеç мар, шкул ачисем, спорта юратакансем хутшăнни вара савăнтарать. Ялсенче пире чăннипех те хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Пĕрле чупăва тухакансем те сахал мар пулчĕç. Çитес çул вара ытти ял тăрăхĕсене çитĕпĕр. Чупу йăлана кĕнĕ йĕрке пултăр, — терĕ Мария Илларионова директор.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *