Четверг, 18 апреля

Çутçанталăк тусĕсем тупăшнă

Июнĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли куна паллă турĕç. Çак кун Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем «Çутçанталăк, эпир санăн тусусем!» экологи квест-вăййине хутшăнчĕç.
Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем В.Боровкова, Е.Васильева тата В.Горбунова ачасене станцисем тăрăх çулçÿреве йыхравларĕç. Кашни команда хăйĕн маршручĕпе 5 станци витĕр тухрĕ ачасем вĕсенче хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç.
«Литературăллă» станцинче ачасем çутçанталăка тата тавралăх илемне сăнланă вырăс çыравçисен тата сăвăçисен хайлавĕсемпе паллашрĕç.
«Тупсăмне туп» станцинче ачасем тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекесен куравĕпе паллашрĕç. «Эрудит» станцинче те вĕсене пуçватмăшсем кĕтрĕç. «Тăван ен сукмакĕсем тăрăх» станцинче ачасем республикăри вĕçен кайăксемпе чĕр чунсене епле пĕлнине кăтартса пачĕç. «Çутçанталăк сывлавĕ» станцинче конкурса хутшăнакансем районта тата Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансем валли экологи сĕнĕвĕсем хатĕрлерĕç, çутçанталăк тасалăхне упрани пулас ăрусемшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Ăмăртура «Лĕпĕшсем» команда чи нумай балл пуçтарса финиша пĕрремĕш çитрĕ.
И.ЯНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *