Четверг, 18 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Çурхи ăшă та уяр кунсемпе туллин усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, сăмахран, «Искра», «Урожай» колхозсем, «Дружба», «Рассвет», «Труд», «Слава», «Асаново», «Алга» ЯХПК-сем, «Восход», «Сюрбеево» ООО-сем, «Родина», Атласкинăн, Самаринăн, Васильевăн, «Золотой колос», «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ, ытти ĕçе пуçăннă. Кăçал районĕпе пĕтĕмĕшле çурхи культурăсене 12295 гектар çинче акма палăртнă пулсассăн, майăн 21-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе 10944 гектар çинче пурнăçланă.

— Хуçалăхсем çĕрулми лартма тухнă. Хальлĕхе «иккĕмĕш çăкăра» 713 гектар лартма ĕлкĕрнĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Комсомольские овощи» ООО тухăçлă ĕçлет. Вĕсем 140 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Çавăн пекех «Слава картофелю» агрофирма 200 гектар, «Дружба» ЯХПК, Самаринăн фермер хуçалăхĕ, «Урожай» колхоз 65-шер гектар çĕрулми лартнă. Атласкинăн фермер хуçалăхĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме 30 гектар, «Искра» колхоз 80 гектар куккурус, «Сюрбеево» ООО 50 гектар сахăр кăшманĕ акнă. Кĕркунне пысăк тухăçпа савăнасси çуркунне мĕнле ĕçленинчен килет. Апла пулсассăн ĕçсене тĕплĕ пурнăçламалла, — пĕлтерчĕ ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *